Самое прекрасное - колыбельная....

Сàпка юрри - чи илемли.

 

    Сàпка юрри – амàшéн чи малтанхи юрà. Пèчèк пепке çак юрàна амàшèн варèнче выртнà чухнех илтет¸ астуса юлать. Çуралсан¸вара¸ çак сасса пин çын хушшинчен уйàрса илме пултарать. Пирèн аннесем çак юрàна пире çывàратма выртарсан юрланà. Вèсем çак юрàна юрласан ача лàпкàн çывàрса кять тесе шутланà. Халè¸ вара¸ эпир¸ аннесем пек¸ хамàр ачасене юрласа паратпàр.

    Сàпка юрринче мèн чухлé àшàллàх¸ кàмàллàх. Çак юрàра амàшèпе ачи хушшиче пысàк юратуллàх курàнать. Пèчèк пепке амàшèн чèлхине àнланмасть¸ анчах та унàн сассине илтсе лàпланать.

Тӗпчевςӗсем палăртнă тàрàх, мèн пèчèкрен сàпка юрри  илтсе çитéннé  ачан пурнàç туйèмé пысàкрах¸ çирéпрех. Усал шухàш кàмàлсем сахалтарах пулаççé.

   Çавна шута илсе «Путене» ача сачéнче «Сàпка юрри ача пурнàçéнче» ятлà мероприяти иртрé. Ку мероприятинче ачасем кàна мар амàшéсем те хутшàнчéç. Ачасене амàшéсемпе пéрле юнашар ларса сàпка юрри юрлама питé килéшрé. Вéсем питé савàнчéç.

  Çак мероприяти вéçленсен амàшéсем çакàн пек мероприятисем татах кирлé терéç.

 

 

                                                                                    И.Г. Кожевникова.

                                                                           «Путене»  ача сачèн воспитатéлé